Пахчара ҫуркунне, каҫхине, каҫӑхса
Пилеш ҫинче юр юрлаҫҫӗ пилеш кайӑксем
Шӑплӑха сас ҫурса, таврана янратса
Мана валли тен юрлаҫҫӗ илемлӗ юрӑсем
Хушса юрламалли:
Пилеш ҫинче пилеш кайӑксем
Ман чуна сиссе юрлаҫҫӗ-ши вӗсем
Аякран ҫула тухнӑ пуль ачамсем
Кил енне амӑш патне тӗпренчӗксем
Виҫҫӗшӗ, виҫ енне, виҫҫӗш пек, виҫ енчен
Мӗнле аннен чун-чӗрисем кӗтмӗ ачисене
Вӑртӑн юхаҫҫӗ куҫҫӳлпех пит ҫинчен
Ҫапла кӗтет кашни килте кашни анне
Хушса юрламалли:
Пилеш ҫинче пилеш кайӑксем
Ман чуна сиссе юрлаҫҫӗ-ши вӗсем
Аякран ҫула тухнӑ пуль ачамсем
Кил енне амӑш патне тӗпренчӗксем
Пахчара ҫуркунне каҫхине каҫӑхса
Ытла тӑсса ан юрлӑр-ха пилеш кайӑксем
Шӑплӑха сас ҫурса, таврана янратса
Чуна уҫса ман кӑмӑлта илемлӗ юрӑсем
Хушса юрламалли:
Пилеш ҫинче пилеш кайӑксем
Ман чуна сиссе юрлаҫҫӗ-ши вӗсем
Аякран ҫула тухнӑ пуль ачамсем
Кил енне амӑш патне тӗпренчӗксем
Аякран ҫула тухнӑ пуль ачамсем
Кил енне амӑш патне тӗпренчӗксем
Аякран ҫула тухнӑ пуль ачамсем
Кил енне амӑш патне тӗпренчӗксем
Хавас-Пилеш кайӑксем.mp3
Хавас-Пилеш кайӑксем.mp3 (караоке, сӑмахисемсӗр)